Муркаш районӗнчи Амоксар утравӗнче, Атӑл варринче, Мари Элти археологсем шырав ирттернӗ те 11-мӗш ӗмӗрти вилтӑприсене тупнӑ. Ку ӗҫе Мари археологи экспедицийӗ тата нимеҫӗсем пурнӑҫланӑ.
Вӗсем вилтӑприсенче алка-эреш, хӗҫ-пӑшал, ӗҫ хатӗрӗ, антропологи материалӗсем тупнӑ. Археологсем палӑртнӑ тӑрӑх, инвентаре тата виле пытарнин йӑли-йӗркине пӑхсан вилтӑприсем марисенни пек. Ҫапах урӑхлараххисем те пур.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла Амоксар утравӗ ҫинче пушар тухни курӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Ильинкӑри ватӑ юманшӑн сасӑлама Чӑваш халӑх сайчӗ унччен чӗнсе каланӑччӗ-ха.
Аса илтерер: 372 ҫул кашласа ларакан чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫҫи» конкурса (ӑна 2017 ҫулта ирттерме тытӑннӑ) хутшӑнать. 2020 ҫулта вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫав йывӑҫ ҫутҫанталӑкӑн хаклӑ объекчӗ шутланать, вӑл культурӑпа истори тата ӑслӑлӑх пӗлтерӗшӗллӗ.
Асӑннӑ йывӑҫа Раҫҫейри ватӑ йывӑҫсен наци реестрне кӗртнӗ, «Йывӑҫ – чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗ» пӗтӗм ҫӗршыври ят панӑ.
Конкурс https://rosdrevo.ru сайтра пырать. Чӑваш юманӗн конкурсри номерӗ — 42-мӗш.
Муркаш районӗнчи Карманкассинче ывӑлӗ ашшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ ӗнтӗ. 23 ҫулти каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине 56 ҫулти ашшӗпе 23 ҫулти ывӑлӗ хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ ҫамрӑк аслине пӑвса лартнӑ. Ашшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра каччӑна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.
Паян кӑнтӑрла Атӑл ҫинчи утрав ҫунма пуҫланӑ. Сӑмах Муркаш районӗнчи Васильевка выҫҫӑлккине хирӗҫ вырнаҫнӑ Амоксар утравӗ пирки пырать.
Ҫак утрав ҫинче вӑрман та, хуралтӑ таврашӗсем те пур.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспоненчӗ Андрей Михайлов пӗлтернӗ. Вӑлах сӑнӳкерчӗксем янӑ.
Муркаш районӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, уй-хирте ҫавра ҫил алхаснӑ. Ҫакна ҫынсем видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫавра ҫил 5 минутра ҫур километртан кая мар вӗҫтернӗ. «Аякранах курӑнатчӗ. Самай ҫӳлелле кармашрӗ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата халӑх корреспонденчӗсем.
Сӑмах май, ку эрнере синоптиксем типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасси пирки калаҫҫӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Муркаш районӗнчи хӗрарӑм утӑ тиенӗ урапа ҫинчен ӳкнӗ. Вӑл аяк пӗрчисене, ҫурӑм шӑммине тата ыттине хуҫнӑ.
Хӗрарӑма малтан Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртес тесе темиҫе кун тӑрӑшнӑ. Кайран, тухтӑрсен консилиумне тата телемедицина консультацине ирттерсен, пациента санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитерме йышӑннӑ. Халӗ вӑл Республикӑри клиника пульницинче сипленет.
Сӑмах май, санавиаци вертолечӗ ҫу уйӑхӗнченпе 19 пациент патне вӗҫнӗ.
Республикӑн агропромышленность комплексӗнче ӗҫлекенсене тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята Муркаш районӗнчи «Ударник» кооперативра тракторист-машинистра тӑрӑшакан Николай Иванова панӑ.
Муркаш районӗнчи «Моргаушская» кайӑк-кӗшӗк фабрикинче электромонтёрта тимлекен Алексей Карандаев, «Ядринмолоко» уҫӑ акционер обществин водителӗ Сергей Корольков, унти слесарь-электрик Михаил Якимов, Комсомольски районӗнчи «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) агрофирмӑн водителӗ Альберт Можаев, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн «Студенческий» вӗренӳпе практика центрӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Леонид Чистяков «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Муркаш районӗнчи Алексей Петровичпа Римма Михайловна Петровсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ҫемье пуҫӗ Шетмӗпуҫ ял канашӗнче, Мичурин ячӗллӗ колхоз председателӗнче ӗҫленӗ. Римма Михайловна ветеринар пулнӑ. Петровсен хӗрӗ Лариса Ладыкова тухтӑрта ӗҫленӗ. Унӑн ывӑлӗ Алексей Ладыков чылай вӑхӑт Шупашкар хула администрацине ертсе пынӑ.
Ҫак кунсенче Алексей Петрович 95 ҫул тултарнӑ. Мӑшӑр юбилейӗ ячӗпе «Жизнь прожить — не поле перейти» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Муркаш районӗнче Емельян Арчиков ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Емельян Арчиков асӑннӑ районти Нискасси ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, педагог, Чӑваш Енре ӑслӑ географи шкулне йӗркелесе яраканӗ пулнӑ.
Емельян Иванович — географи наукисен докторӗ, профессор. Асӑну хӑмине Нискассинчи шкул ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Ҫав ятпа шкула республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир
Бедертдинов тата ытти сумлӑ хӑна пырса ҫитнӗ, хисеплӗ ҫын ҫинчен нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юманшӑн сасӑлама ӗлкӗрӗр. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать.
Чӑваш Енри юман, 372 ҫул тултарнӑскер, «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫҫи» конкурса хутшӑнать. 2020 ҫулта вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн юман сасӑлавра хальлӗхе 3-мӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 6 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Белгород облаҫӗнчи юман, иккӗмӗш вырӑнта – Питӗрти йывӑҫ.
Ильинкӑри юманшӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://rosdrevo.ru/.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |